00:00 26 октября 2012 г.
Атăл çи федераллă округ территорийĕнче 31 ватă хĕрарăма вĕлернĕ (çав шутра Чăваш Енре – 2) çынна шыраççĕ. Пăхма вăл хыткан, 27–33 çулсенче, 170 см çÿллĕш, хура çÿçлĕ. Хура пир-авăртан çĕленĕ куртка, спорт шăлаварĕ, урине кедă тăхăннă.
Преступнике куракансене (фоторобот) е ун çинчен пĕлекенсене Тăвайри полици пайне 2–11–15 номерпе е чи çывăхри полици уйрăмне 02 номерпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.