АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Цифрăллă телевидени Чăваш Ене те çитĕ

00:00 26 октября 2012 г.

2014 çул вĕçĕнче Чăваш Енри кашни çыннăн тенĕ пек эфирти цифрăллă телевидени пăхма май пулать. Пирвайхи оборудованисене (передатчиксемпе антеннăсене) çак çул вĕçĕнчех вырнаçтарма тытăнасшăн.
Пĕрремĕш мультиплекс шутне федераллă 9 телеканал (1-мĕш, “Россия–1”, “Россия–2”, “НТВ”, “5-мĕш канал”, “Россия–К”, “Россия–24”, “Карусель” тата ОРТ), федераллă 3 радиоканал (”Радио России”, “Радио Маяк”, “Вести ФМ”) кĕреççĕ. Пĕр вăхăтрах 2-мĕшпе 3-мĕш мультиплекссене тума тытăнĕç. Республикăра пурăнакансем 20 ытла каналпа усă курма пултарĕç. Республикăра пирвайхисен шутĕнче – Шупашкар, Çĕрпÿ, Канаш хулисемпе пĕрлех Йĕпреçпе Тăвайра та – цифрăллă хатĕрсем вырнаçтарма пăхнă.
Спутник урлă килекен федераллă программăсем çумне регионти каналсен сигналĕсем, гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру çинчен пĕлтермелли сигналсем, реклама хушăнма пултараççĕ.
Цифрăллă телевидени сигналĕсене йышăнма ДVВ–Т2 декодерлă телевизорсем е Set–Top–Box приставка кирлĕ.
"Хамăр инф.".

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика