АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Актуаллă ыйтусем хускатнă

00:00 02 октября 2012 г.

Район администрацийĕн ертÿçи Ю.Васильев пуçларĕ тунти кунхи планеркăна.
Ку эрнере пысăк пĕлтерĕшлĕ уявсем иртеççĕ. Пĕтĕм тĕнчери ватăсен тата учитель кунĕсене паллă тăваççĕ. Юпа уйăхĕн 6-мĕш кунĕнче йăлана кĕнĕ “Кĕр парнисем – 2012” ярмăркка иртет. Асăннă мероприятисене çÿллĕ шайра ирттерме пулăшма сĕнчĕ Юрий Егорович хăйĕн çумĕсене.
Юпа уйăхĕнче хутмалли сезон пуçланчĕ. Малтан медицина учрежденийĕсене, ача сачĕсене, шкулсене ăшă янă. Пурăнмалли çуртсене те ăшăпа тивĕçтерме пуçланă тунти кун. Тăвайри Строительнăй урамри виççĕмĕш, Ленин проспектĕнчи 4 тата 39 çуртсене электроэнерги вăйĕпе харпăр хăй хутса ăшăтмалла тăвассине çывăх кунсенче вĕçлеме хушнă.
Ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе васкавлă лару ирттерме сĕннĕ. Çĕр улмие пĕтĕмпех пухса кĕртме, выльăхсем валли силос, çĕр ĕçлесе хатĕрлессине вĕçлеме тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.
Полици уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан В.Федоров, надзор ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ В.Михайлов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова иртнĕ эрнере ятарлă службăсем мĕнле ĕçленипе паллаштарнă.
Тавралăха тирпей-илем кĕртессине, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсассине хăвăртлатмалла, района аталантаракан ытти актуаллă ыйтусене те манмалла мар.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика