00:00 25 сентября 2012 г.
Ку ĕçлĕ эрне те планеркăпа пуçланчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Егорович Васильев уçрĕ.
“Наци кросĕ – 2012” чупу районта çÿллĕ шайра иртни пирки асăнчĕ вăл. Ку мероприяти сывă пурнăç йĕркипе пурăнакан пур ÿсĕмри çынсене нумай пухнине палăртса хăварчĕ. Вĕрентÿ пайĕн начальникне В.Шакрова чупăвăн лайăх саманчĕсемпе çитменлĕхсене шута илме сĕнчĕ.
Ку эрнере агропромышленность комплексĕн коллективĕсен çĕр улми пухса кĕртессине вĕçлемелле, çавăн пекех сухаламан çĕрсене ĕçлесе хатĕрлессишĕн тимлемелле.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ку эрнери тĕллевĕ – хутмалли сезона хатĕрленессине вĕçлесси, харпăр хăй хутмалла тунă хваттерсене газпа тивĕçтересси.
Районти ялсенче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе массăллă субботниксем йĕркелеме, ирĕк илмесĕр хуралтăсем туса илеме пăсакансене предписани пама сĕннĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çывхаракан Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне тата йăлана кĕнĕ “Кĕр парнисем – 2012” ярмăрккана йĕркеллĕ ирттерме хушнă.
Финанс пайĕн начальникĕ А.Сергеев Тăвай районĕн 2013 çулхи муниципалитет бюджечĕн проектне хатĕрлени пирки информаци панă.
О.ЛОМОНОСОВ.