00:00 21 сентября 2012 г.
Виçĕм кун районта пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Районта çак тĕллевпе ветеринарипе фитосанитари надзорĕн Чăваш Республикинчи Федераллă служба управленийĕн ертÿçин çумĕ Николай Романов ертсе пыракан ушкăн пулнă.
Информаци кунĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсемпе хăй тытăмлăх органĕсем Чăваш Республикинче финанспа бюджет политикине эффективлă пурнăçлассипе епле ĕçлени, муниципаллă пурлăхпа тата çĕр лаптăкĕсемпе туллин усă курасси, ял хуçалăх ĕçĕсем мĕнле пулса пыни, муниципалитет шайĕнче ял хуçалăх ярмăрккисем йĕркелесси тĕп тимлĕхре пулнă.
Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнассине те йĕркеленĕ.
(Хамăр инф.).