00:00 11 сентября 2012 г.
Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи планеркăра иртнĕ эрнери ĕçе-хĕле тишкерсе пĕтĕмлетнĕ, умри задачăсене палăртнă.
Вырма ĕçĕсемпе администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Ванерке паллаштарнă. 9520 гектар (94 процент) тырă пухса кĕртнĕ, 16755 тонна çапса илнĕ, 2160 гектар (52,2 процент) кĕр тыррисем акнă, мучарсемпе кĕршесем çак ĕçе вĕçленĕ. 1120 гектар çĕртме сухи тунă. 76 гектар (13 процента яхăн) çĕр улми кăларнă, 1150 тонна пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç гектар пуçне 165 центнерпа танлашать. “Акконд–агро фирма” ХАО кукурузăран силос хывать.
Вырмана çывăх вăхăтра вĕçлес задача тăрать.
Администраци пуçлăхĕн çумĕ – строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Алексеев нумай хваттерлĕ çуртсене газпа харпăр хăй ăшăтмалла тăвассипе тĕллевлĕ ĕçлени çинчен пĕлтернĕ.
Администраци пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Шакров районти шкулсем пурте хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленессипе ĕçленине каланă.
Финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Сергеев кăçалхи 8 уйăхра район бюджетне пурнăçлассипе мĕнле ĕçленине цифрăсемпе кăтартса панă.
Ытти службăсем те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем тăтăшланнă пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев районти çулсем çинче тĕрĕслеве вăйлатма сĕннĕ.
Ялсене тирпей-илем кĕртес, нумай хваттерлĕ çуртсене юсас тата хваттерсене харпăр хăй газпа ăшăтмалла тăвас, вĕрентÿ учрежденийĕсене хĕле хатĕрлес ыйтусемпе те хушусем панă.
Планеркăра район аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.
В.ЧАЙКИН.