00:00 28 августа 2012 г.
Ĕнер райадминистрацире ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухнă.
Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Ванерке пĕлтернĕ тăрăх, районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 6810 га çинче вырнă (пухса кĕртмеллин пĕтĕм лаптăкăн 68,8 проценчĕ), 11870 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç – гектартан 17,7 цн. Кĕр тыррисем 910 га акса ĕлкĕрнĕ (22,1 процент), пĕтĕмпе 4110 га акма палăртнă.
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи патшалăх инспекторĕ Ю.Матвеев ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсене предприятисем ака çаврăнăшне кĕртессипе ĕçленине кăçалхи сентябрь-октябрь уйăхĕсенче тĕрĕслесси çинчен пĕлтернĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Ю.Васильев яваплă çынсене ку тĕлĕшпе ĕçе васкатма ыйтнă.
Юрий Егорович çавăн пекех территорисене тирпей-илем кĕртес ĕçсем çинчен те манма юраманнине аса илтернĕ. Йăлари хытă каяшсене контейнерсенчен вăхăтра турттарса тухмалла. Кĕркунне çĕрсем тĕттĕм, çавăнпа та урамсене çĕрлехи вăхăтра çутăпа тивĕçтерме хатĕрленмелле.
Сисмĕпĕр те хутмалли сезон çитсе тăрĕ. Ăна хатĕрленсе кĕтсе илесси – çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, шкулсен, учрежденисен ертÿçисен котельнăйсене çак кунсенчех хатĕрлесе çитерессипе тимлемелле.
Вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕçсемпе райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров паллаштарнă.
Яланхи пекех полици уйрăмĕн пуçлăхĕ В. Обаськин, надзор ĕçĕн уйрăмĕн инспекторĕ А. Фролов, Тăвайри тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Т.Шакшина экстреннăй службăсен иртнĕ эрнери ĕçĕсем çинчен каласа панă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ должноçри çынсене ялсене тирпей-илем кĕртес, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас, хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтмалла тăвасси çине куçарас, шыв башнисемпе шыв пăрăхĕсен сечĕсене, ăшă трассисене юсас, энергорессурсемпе усă курнăшăн вăхăтра татăлас тĕлĕшпе кирлĕ хушусем панă. Пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче çавăн пекех культура учрежденийĕсене, çулсене юсасси, çынсенчен пурлăх тата çĕр налогĕсене вăхăтра пухасси.
Район активĕ умĕнче Вăрманхĕрринчи И.П.Шустимов тата Кивĕ Пуянкассинчи Н.П.Захарова çемйисене çурт-йĕр тума (хваттер туянма) социаллă тÿлевпе тивĕçтермелли свидетельствăсем панă.
В.ВАСИЛЬЕВ.