АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Актуаллă ыйтусем хускатнă

00:00 21 августа 2012 г.

Тунти кунхи планеркăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев ирттерчĕ. Ларăва унăн çумĕсем, район администрацийĕн структурăллă подразделенийĕсен, влаçăн ĕç тăвакан органĕсен республика тата федераци службисен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.
Паянхи куна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5500 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсене 250 гектар çинче вырăн панă. Выльăхсем валли апат хатĕрлес ĕç малалла пырать.
Тăвайра пурăнакансем хутмалли сезона тивĕçлĕ шайра кĕтсе илесшĕн. Харпăр хăй газпа хутмалла тăвас енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Районти вĕрентÿ учрежденийĕсене Пĕлÿ кунĕ валли хатĕрлессине вĕçлесе пыраççĕ.
Августăн 24-мĕшĕнче Тăвайри вăтам шкулта районти вĕрентекенсен конференцийĕ пулать.
Районти полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор пайĕн ертÿçи В.Михайлов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, финанс уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Станюкова, налук службин районти специалисчĕ В.Алексеева тухса калаçрĕç.
Тавралăха таса тытма, нумай ачаллă çемьесем валли çĕр уйăрма, организацисене харпăр хăй тÿлевĕсене вăхăтра тума сĕннĕ.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика