00:00 14 августа 2012 г.
Тăвай енри вырма ĕçĕсем пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Ванерке каласа кăтартнă тунти кунхи планеркăра. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх коллективĕсенче пуринче те тырпула тăкаксăр пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4600 гектар çинчен (38,5 пр.) пухса кĕртнĕ, пурĕ 7300 тонна тырă çапса илнĕ, тухăç пĕр гектар пуçне 15,8 центнерпа танлашать.
Район администрацийĕн структурăллă уйрăмĕсен пуçлăхĕсене ЯХПК-сене куллен кайса унти лару-тăрупа интересленме, умри ыйтусене татса пама пулăшма хушнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев. Техника тата ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма сĕннĕ.
Юрий Егорович тавралăха тирпейлесе тăма манмалла марри пирки асăннă, тулли контейнерсене вăхăтра илсе тухма, урамсене каçсерен çутатассине йĕркелеме пуçлассине палăртнă, çул-йĕр пирки те аса илтернĕ.
Районăн надзор ĕçĕсен пайĕн инспекторĕ А.Фролов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова иртнĕ эрнери ĕçсемпе паллаштарнă. “УК Янтиковская” тулли мар яваплăхлă общество директорĕ Ю.Ефимов котельнăйсене хĕле хатĕрлесси мĕнле пулса пыни çинчен сăмах пуçарнă. Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ 31, 33, 35-мĕш çуртсенче капиталлă юсав пуçланать çак кунсенче.
Август кунĕсем районти вĕрентÿ учрежденийĕсемшĕн хĕрÿ вăхăт. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Шакров шкулсенче юсав ĕçĕсем мĕнле пынине пĕтĕмлетнĕ. Çĕнĕ Пуянкассинчи, Йăнтăрчăри, Тăвайри виççĕмĕш номерлĕ ача сачĕсенче çĕнетÿ ĕçĕсем малалла пулса пыраççĕ.
Ялсене тирпейлесси, нумай хваттерлĕ çуртсене юсасси тата харпăр хăй газпа хутса ăшăтмалла тăвасси, çул çинчи хăрушсăрлăхăн тата нумай хваттерлĕ çуртсене хутмалли сезона хатĕрленин паспорчĕсене йĕркелесси, вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнетесси, нумай ачаллă çемьесене валли çĕр участоксем хатĕрлесси çинчен хушусем панă ответлă çынсене район администрацийĕн пуçлăхĕ.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.