00:00 14 августа 2012 г.
Вырсарнире Лондонра çуллахи XXX Олимп вăййисем хупăннă. Юлашки кунне Раççей спортсменĕсем 3 ылтăн тата 1 бронза медаль çĕнсе илнĕ. Çапла вара ылтăн медальсен шучĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ команди Олимпиадăра 4-мĕш вырăн йышăннă.
Пирĕн çĕр-шывăн 24 ылтăн, 25 кĕмĕл тата 33 бронза медаль, пĕтĕмпе – 82. Пирĕнтен маларахри йĕркесенче АПШ (46 ылтăн, 29 кĕмĕл тата 29 бронза), Китай (36–27–22), Аслă Британи (29–17–19). Медальсен пĕтĕмĕшле хисепĕпе Раççей команди 3-мĕш вырăнта, çавах та вырăнсене ылтăн медальсен шучĕпе пайлаççĕ.
Олимпиадăн юлашки кунĕсенче Евгения Канаева (Омск, илемлĕ гимнастика) 2-мĕш хут, хăвăрт утассипе (20 км) Елена Лашманова, волейболистсем (арçынсем), Егор Мехонцев боксер Олимп чемпионĕсем пулса тăнă. Иртнĕ Олимпиадăсен çĕнтерÿçи Ольга Каниськина (хăвăрт утассипе) ку хутĕнче кĕмĕл медале тивĕçнĕ.