00:00 07 августа 2012 г.
Ĕçлĕ эрне черетлĕ планеркăран пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев иртнĕ кунсенчи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, тĕллевсене палăртрĕ.
Район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Ванерке выльăх апачĕ хатĕрлес, тĕш тырă пухса кĕртес, акана хатĕрленес пирки сăмах хускатрĕ.
Вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Шакров юсав мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Чутей, Çĕнĕ Пуянкасси, Тĕмер ялĕсенчи шкулсенче çĕнетÿ ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Ку эрнере районти шкул çулне çитмен вĕренÿ çурчĕсене йышăнассине йĕркелеççĕ. Тăвайра çĕнĕ ача сачĕ тума пуçлама проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлеççĕ.
Строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А.Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, районта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас тата харпăр хăй газпа хутмалла тăвас, котельнăйсене сезона хатĕрлес ĕçсене малалла пурнăçлаççĕ.
Районти полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕсен начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Фролов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова ятарлă службăсем иртнĕ эрнере мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕç.
Ума тухса тăракан ыйтусене вăхăтра татса пама тата халь тăвакан ĕçсене тимлĕхрех тытма сĕнчĕ ответлă çынсене Юрий Егорович юлашкинчен.
О.ЛОМОНОСОВ, пай начальникĕ.