00:00 31 июля 2012 г.
Тăвай районĕн планĕпе килĕшÿллĕн гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарма тата сирсе яма, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма тата çынсем массăллă шыва кĕнĕ чухне харпăр хăйне тытма вĕренмелли мероприяти йĕркелерĕç.
Тăвайри культурăпа кану центрĕнчи çынсене хăвăрт хăрушă мар вырăна кăларчĕç пушарниксем, ятарлă оборудованипе усă курса сцена çинчи «вут-кăвара сÿнтерчĕç». Кăткăс лару-тăрура та çухалса каймарĕç, хăйсен тĕллевĕсене лайăх пурнăçларĕç Тăвайри 45-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн опытлă работникĕсем. “20 яхăн çын, пушар сÿнтермелли виçĕ автомашина хутшăннă вĕренĕве”,– пĕлтерчĕ пушар чаçĕн начальникĕн çумĕ В.Ананьев.
Районти надзор ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Фролов Тăвайри культурăпа кану центрĕн работникĕсене чрезвычайлă лару-тăрура мĕн тумаллине вĕрентнĕ, вут-кăвара ал айĕнчи хатĕрсемпе мĕнле сÿнтермеллине кăтартнă, районти оперативлă службăсене мĕнле пĕлтермелли пирки чарăнса тăнă. Пушар тухсан чи малтан çынсене, унтан хаклă япаласене кăлармаллине асăрхаттарнă.
Пушарпа тактика вĕренĕвне чрезвычайлă лару-тăру çинчен асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас енĕпе ĕçлекен районти комисси членĕсем хутшăннă.
В.ИСАЕВ.