АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрлехи информаци кунĕнче

00:00 20 июля 2012 г.

Виçĕм кун районта, пĕтĕм Чăваш Енри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Тăвай ене Шупашкартан Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Архипов ертсе пыракан информушкăн килнĕ. Унăн йышĕнче – федераллă службăн Чăваш Республикинчи патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографи Управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Татьяна Васильева, ШĔМĕн Чăваш Республикинчи штабĕн пуçлăхĕн çумĕ Сергей Дмитриев.
Пĕрлехи информаци кунĕнче сÿтсе явмалли темăсене хаçатăн иртнĕ номерĕнче асăннăччĕ. Ку вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн “Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле вĕрентÿ учрежденийĕсенчи çамрăк учительсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен” Указне (2012 çулхи июнĕн 21-мĕшĕ, 69№), Чăваш Республикин Пуçлăхĕн “Çемьесене виççĕмĕш е малаллахи ачасем çуралсан уйăхсерен памалли укçа тÿлевĕ çинчен” Указне (2012 çулхи июнĕн 24-мĕшĕ 77№) пурнăçа кĕртесси, республикăри çулсем çинчи инкеклĕ ĕçсем тата республикăри ĕç тăвакан влаçпа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çул куçăмне хăрушсăрлатассипе йышăнакан пĕрлехи мерăсем тата çулсем çинчи транспортпа çыхăннă инкексенчен сыхланасси, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн сĕт туса илекенсене çулла, продукцин сутăн илмелли хакĕ ÿснĕ вăхăтра, патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен Указне (2012 çулхи июлĕн 9-мĕшĕ, 81№) пурнăçа кĕртесси.
Информаторсен ушкăнĕсем ĕç тăвакан влаçăн федераллă тата республикăри органĕсен представителĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕпе унăн çумĕсем хутшăннипе çав кун Çĕнĕ Пуянкасси, Тĕмер, Чутей, Тăвай ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе, предприятисемпе организацисен ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă, çынсем хускатнă ыйтусем çине хуравсем панă.
Район администрацийĕнче Федераллă службăн Чăваш Республикинчи патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографи Управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Т.Васильева граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăннă.
О.ЛОМОНОСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика