00:00 17 июля 2012 г.
Иртнĕ эрне районта тĕрлĕ шайри мероприятисенчен чăннипех тулăх пулнă. Çакна тунти кунхи планеркăра район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев та палăртмасăр хăварман.
Çапла çак кунсенче Тăвайне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Л.Рулькова, Раççей Пенси фончĕн республикăри Уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ И.Коннова, “Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхĕ” обществăлла организацин республикăри уйрăмĕн правленийĕн председателĕ В.Сапожников, должноçсенчи ытти çынсем килсе кайнă. Шăмат кун вара Тăвайра савăнăçлă лару-тăрура “Аль” çĕнĕ физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕ. Ăна уçнă çĕре республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Раççейри Спорт министерствин физкультурăпа массăллă спорта аталантаракан Департамент директорĕ М.Томилова, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ С.Мельников, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В.Иванов, Г.Васильев тата ытти сумлă çынсем хутшăннă. Юрий Егорович районти предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсене, строительство ĕçĕсене вĕçлес енĕпе хастарлăх кăтартнă, уяв мероприятийĕсене хутшăннă пур çынна та уйрăммăн тав тунине палăртнă.
Харпăр хăй сферинчи иртнĕ эрнери ĕçсемпе полицин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан А.Фролов, районти тĕп врачăн тивĕçĕсене туса пыракан Т.Шакшина паллаштарнă.
АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн ял хуçалăх секторĕн заведующийĕ Н.Краснов выльăх апачĕ хатĕрлес, кĕр акине хатĕрленес ĕçсем çинчен каласа кăтартнă. Ĕнерхи кун тĕлне районта 3680 тн. утă, 5520 тн. сенаж хатĕрленĕ, е кашни условнăй выльăх пуçне 12,92 цн. апат единици тивет (республикăра – 10,79 цн.). Кĕр тыррисем акма 2300 га çĕр хатĕр.
Июлĕн 18-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп темисем – ЧР Пуçлăхĕн 2012 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнчи “Чăваш Республикинче пĕтĕмĕшле вĕрентÿ учрежденийĕсенчи çамрăк вĕрентекенсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен” тата 2012 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнчи (77") “Çемьене виççĕмĕш тата малаллахи ачасем çуралсан уйăхсерен укçа-тенкĕ тÿлевĕ парасси çинчен” Указĕсене пурнăçа кĕртессипе мĕнле ĕçлени; республикăри çул-йĕр çинчи инкеклĕ ĕçсене тишкерни, республикăри ĕç тăвакан власть, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çул-йĕр куçăмĕн хăрушсăрлăхне ÿстерес, çул-йĕр инкекĕсенче аманассине сирсе ярас тĕллевпе йышăнакан пĕрлехи мерăсем çинчен, “Чăваш Республикинче сĕт туса илессипе тата ăна сутассипе ĕçлекен ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене, çав шутра харпăр хушма хуçалăхра та, патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен” Указа (2012 çулхи июлĕн 9-мĕшĕ, 81") пурнăçа кĕртессипе ĕçлени çинчен.
Информаци ушкăнĕсем районти тĕрлĕ ялсене çитсе çаврăнаççĕ, ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тĕл пулаççĕ.
Июлĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче халăхпа пĕрле Тăвай районĕн гимнĕн проектне итлеççĕ.
Çак эрнери пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен тепри – республикăри патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен Спартакиадин çуллахи тапхăрĕ. Июлĕн 21-мĕшĕнче пирĕн района çав тĕллевпе делегацисем килеççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ вырмана хатĕрленес, малашлăхлă инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес, ялсене тирпей-илем кÿрес, район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене харпăр хăй хутса ăшăтасси çине куçарас, вĕрентÿ учрежденийĕсен çурчĕсене юсас, район центрĕнче ял хуçалăх рынокĕ тăвас тата ытти ыйтусемпе должноçри çынсене хушусемпе кăтартусем панă. Планеркăра район аталанăвĕн ытти çивĕч ыйтăвĕсене те хускатнă.
О.ЛОМОНОСОВ.