00:00 13 июля 2012 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев кăçалхи июлĕн 9-мĕшĕнче “Чăваш Республикинче сĕт туса илессипе тата ăна вырнаçтарассипе ĕçлекен ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене, çав шутра хушма хуçалăх тытакан граждансене тата агропромышленность комплексĕн организацийĕсене, организаципе право формине пăхмасăр, патшалăх енчен пулăшмалли мерăсем çинчен” Указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн сутăн илекен таварлăх сĕтĕн хакĕ ÿкнĕ вăхăтра патшалăх ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене субсиди парса пулăшать, çапла вара сĕт туса илессипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне саплаштарать. Патшалăх дотацийĕ выльăх йышĕ сахалланассине чарса лартас, сĕт хуçалăхне аталантарас ĕçре пысăк пулăшу. ЧР финанс министрĕ М.Ноздряков каланă тăрăх, сĕт туса илекенсене кăçал республика бюджетĕнчен 69,7 млн. тенкĕлĕх хушма пулăшу пама пăхнă.