00:00 10 июля 2012 г.
Район администрацийĕнчи тунти кунхи планеркăра иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетсе умра тăракан тĕллевсене палăртнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес, кĕр тыррисем акма хатĕрленес ĕçсемпе АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Ванерке паллаштарнă. Ĕнерхи кун тĕлне районти хуçалăхсем 3350 тонна утă, 4300 тн сенаж хывса ĕлкĕрнĕ. Е апат единици çине куçарсан 27975 цн чухлĕ. Çакă кашни условнăй выльăх пуçне 10,91 цн тивет (республикăри вăтам кăтарту – 9,05 цн).
Вĕренÿ учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем пуçланнă. Тĕмер, Пуянкасси, Нăрваш шкулĕсенче вĕсем ăнăçлă пыраççĕ, çак кунсенчех Чутейпе Йăнтăрчă шкулĕсем тытăнаççĕ. Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕçсем çинчен вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров каласа кăтартнă.
Финанс пайĕн начальникĕ А.Сергеев районăн пĕтĕмĕшле бюджечĕ I çур çулта мĕнле пурнăçланса пыни çинче (малтанлăх пĕтĕмлетÿсем) чарăнса тăнă. Тупăшсем енĕпе бюджета 113457 пин (çулталăкра пырса кĕмеллин 51,6 проценчĕ) тенкĕ пырса кĕнĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен – 37,6 процент ытларах. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне бюджет укçине 110354 пин тенкĕлĕх (çулталăка палăртнин 50 процент) тăкакланă.
Полицин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан А.Фролов, район больницинчи тĕп врачăн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Т.Шакшина харпăр ведомствисен ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă.
Çак эрнере, июлĕн 14-мĕшĕнче Тăвай ялĕнче физкультурăпа спорт комплексне уçаççĕ. Районшăн пысăк пулăм, ăна пурин те хастар хутшăнмалла.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев должноçри яваплă çынсене тĕрлĕ хушусем панă. Вĕсем, тĕпрен илсен, ялсене тирпей-илем кĕртес, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас, хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтасси çине куçарас, вĕренÿ учрежденийĕсен çурчĕсене юсас ыйтусене пырса тивеççĕ.
Планеркăра район аталанăвĕн ытти çивĕч ыйтăвĕсене те хускатнă.
О.ЛОМОНОСОВ, район администрацийĕн пай начальникĕ.