00:00 03 июля 2012 г.
Депутатсен районти Пухăвĕ иртнĕ нумаях пулмасть. Унта тăватă ыйту пăхса тухнă.
Малтан район администрацийĕн экономикăпа пурлăх ыйтăвĕсен пайĕн начальникĕ Л.Берилло тухса калаçнă.
Композиторсен ушкăнĕ Тăвай район гимнĕн проекчĕпе паллаштарнă. Кĕввипе сăввине хамăр ентешсем – Ю.Григорьевпа М.Желтов (Сунтал) çырнă.
Çавăн пекех кушаксемпе йытăсене кил хуçалăхсенче усрамалли правилăсене сÿтсе явнă.
Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, район прокурорĕ О.Ястребова, структурăлла уйрăмсен ертÿçисем хутшăннă. Депутатсен ларăвне район пуçлăхĕ В.Васильев ертсе пынă.
В.ВАСИЛЬЕВ.