АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эрнелĕх планеркăра

00:00 19 июня 2012 г.

Район администрацийĕнче эрнелĕх планерка иртнĕ, унта муниципалитет ĕçĕ-хĕлĕн актуаллă ыйтăвĕсене пăхса тухнă, иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетсе, хальхи валли задачăсем лартнă.
Полицин районти уйрăмĕ, пушар надзор служби, сывлăх сыхлав енĕпе иртнĕ эрнере мĕн-мĕн туни çинчен информацисем итленĕ.
Районта ялсене тирпей-илем кĕртессипе, Республика кунĕн уявне хатĕрленсе кĕтсе илессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев уяв мероприятийĕсем лайăх шайра иртмеллине, Республика кунĕнче Шупашкар хулипе Кÿкеç поселокĕнчи площадкăсенче ăнăçлă хутшăнма кирлине палăртнă.
Июнĕн 22-мĕшĕ асăнупа хурлăх кунĕ. Çак кун районти пур ялта та асăну митингĕсем пулса иртеççĕ, Мухтав монуменчĕ тата Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче пуç хунисене асăнса лартнă палăксем умне чечексем хураççĕ. Июнĕн 24-мĕшĕнче Республика кунне уявланă шутпа Тăвай ялĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен вĕренсе тухнисен районти мероприятийĕ иртет.
Планеркăра нумай хваттерлĕ çуртсенчи пурăнмалли хваттерсене харпăр хăй ăшăтмалла тăвассине, малашлăхлă инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессине вăйлатма, пурлăх налогĕ пухассине, муниципаллă пурлăхпа усă курнин эффективлăхне ÿстерессипе, халĕ тăвакан физкультурăпа спорт комплексĕн территорине тирпей-илем кĕртессипе, муниципаллă котельнăйсене хутмалли сезона хатĕрлессипе кал-калрах ĕçлеме кирлине кăтартса панă.
О.ЛОМОНОСОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика