00:00 14 июня 2012 г.
Çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа июнĕн 10-мĕшĕнче çулленхи ырă йăлапа Тăвайри спорткомплексра районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ – Акатуй-2012 – иртрĕ.
Уяв аслă вăйă картинчен пуçланчĕ. Ял тăрăхĕсенчен килнĕ художество пултарулăх коллективĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисенчи, учрежденисенчи юрă-ташă ăстисем, ветерансем – икçĕре яхăн çын – алла-аллăн тытăнса хамăр тăрăхра сарăлнă халăх юррисене юрласа, йăла-йĕркене сăнласа ĕшне тăрăх çаврăнчĕç. Кашни коллективăн тумĕ-юмĕ хăйне расна, вун-вун тĕспе çиçет. Сывлăшра хут çĕленсем, тĕрлĕ тĕслĕ шарсем вĕçеççĕ. Мĕн чухлĕ çын уявра! Пĕр-пĕрне алă тытса саламлаççĕ, сывлăх пирки ыйтса пĕлеççĕ. Уяв-тăк уяв! Тавралăх тĕлĕнмелле хитре, пурăнас килнĕçем пурăнас килет, теççĕ ун пек чух. Çынна нумай кирлĕ-и савăнма? Тÿпери хĕвел çути, ешерекен тавралăх, кайăксен сасси, хаваслă юрă-кĕвĕ, савăк кăмăл-туйăм... Акă ыттисенчен саççим расна тумланнă, ĕлĕкхи императорсене аса илтерекен кĕрнеклĕ арçын килет. Енĕш Нăрваш çынни, пĕтĕм республика пĕлекен Сĕрмек Лешши (Алексей Иванов) пулах кайрĕ. Пуçра – шлем, аяк çинче – хĕç. Юнашарах унăн çамрăк хÿтĕлекенĕ те хĕçпе. Гуннсен (хуннсен) хăюллă патшине Аттилăна сăнарлать иккен. Чăваш-пăлхар тăхăмĕсемпе те çыхăннă Аттила.
Халăх хускалчĕ, вăйă карти хыççăн пурте сцена еннелле утма тытăнчĕç. Ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕн хорĕ “Земля моя Россия” тата “Çуралнă çĕр-шыв” юрăсене юрланă хыççăн сцена çине район ертÿçисемпе сумлă хăнасем хăпараççĕ. Район администрацийĕн ертÿçи Ю.Васильев сăмах илет. Вăл районăн 59-мĕш ĕçпе юрă уявĕ – Акатуй уçăлни çинчен пĕлтерет. Таврана Тăвай районĕн Гимнĕн проектне Морис Яклашкин ертсе пыракан капелла юрлани саланать. Юрий Егорович пурне те уяв ячĕпе саламлать, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ăнăçу сунать. Вăлах кĕскен çурхи уй-хир ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен çитĕнĕвĕсемпе, районăн социаллă пурнăçĕпе паллаштарать. Çурхи культурăсене 11522 гектар çинче акса-лартса хăварнă, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене – 9717 га. Выльăх-чĕрлĕх валли паха апат хатĕрлес тĕллевпе 430 га кукуруза, 101 га хĕвел çаврăнăш, таса хальлĕн 398 га нумай çул ÿсекен курăксем акнă. Лайăх вăрлăхпа тата удобренисемпе усă курма тăрăшнă.
Ферма ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарнă, выльăх йышне чакарман, вĕсенчен продукци туса илессине ÿстерсех пыраççĕ. Ку енĕпе “Акконд–агро”, “Дружба”, “Чутеевский”, “Красная Чувашия” тата В.Грачевпа С.Хумышев хресчен хуçалăхĕсем уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсем машина-трактор паркне çĕнетсе пыраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 17 единица ял хуçалăх машинисемпе оборудованисем туяннă (пурĕ 27 млн. тенкĕлĕх), çав шутра – 7 çĕнĕ трактор. Усă курман 531 га çĕр лаптăкне кăçал пусă çаврăнăшне кĕртмелле.
Промышленность продукцийĕ туса кăларасси лайăхланнă. Вырăнти продукцие 32,5 млн. тенкĕлĕх ăсатнă "иртнĕ çулхи шайăн 110)". “Акконд-агро”, “Тăвай кооперативĕ”, “Буяново” ООО ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Район экономикине пĕчĕк тата вăтам бизнес та хăйсен тÿпине хываççĕ.
Социаллă сферăра паха улшăнусем пур. Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хваттерĕсене харпăр хăй хутса ăшăтмалла тăвасси çине куçасси малалла пырать, çамрăк çемьесене хваттер туянма, çурт-йĕр çавăрма патшалăх пулăшăвĕ парасси, япăхса çитнĕ çуртсенче пурăнакансене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерес ĕçсем ăнăçлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ.
Вĕрентÿ, сывлăх сыхлав, культура учрежденийĕсен çурчĕсене тĕпрен юсама халичченхинчен чылай ытларах укçа-тенкĕ уйăрма пăхнă кăçал. Çак кунсенче кăна районти шкулсене 4 çĕнĕ автобус кÿрсе килнĕ. Район центрĕнче çĕнĕ физкультурăпа спорт комплексĕ çĕкленсе ларчĕ.
–Сире çакна та пĕлтерме хавас. Республика кунĕпе çыхăннă уяв мероприятийĕсем çитес çул Тăвай районĕнче иртĕç. Районта сахал мар тунă, анчах уява çÿллĕрех шайра кĕтсе илес-тĕк, тумалли татах та нумай. Çавăнпа та пирĕн пурин те тата ÿсĕмлĕрех вăй хумалла.
Пурне те тепĕр хут паянхи чаплă уяв ячĕпе саламлатăп, савăк кăмăл, лайăх кану, спортра хĕрÿлĕхпе хавхалану, юратупа телей сунатăп! – терĕ Юрий Егорович.
Тăвайсене уяв ячĕпе çавăн пекех район пуçлăхĕ Владислав Васильев, ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ятĕнчен физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров, Тăвай ентешлĕхĕн ертÿçи Иван Дмитриев, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Родион Мясников, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Моисеев, Вăрмар район администрацийĕн представителĕ Леонид Степанов, Йĕпреç районĕн пуçлăхĕ Николай Яковлев, Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Артамонов, МАДИн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Наталья Савчук тата ыттисем саламларĕç, района парнесем пачĕç. И.Дмитриев районти искусство шкулне спонсорсем пулăшнипе туяннă пианино парнелени çинчен пĕлтерчĕ. Наци кĕрешĕвĕн вице-президенчĕ Алексей Иванов Енĕш Нăрвашри вăтам шкулти наци кĕрешĕвĕн секцине 50 пин тенкĕ тăракан кĕрешÿ кавирĕ парнелерĕ, кире пуканĕ йăтассипе çĕнтерекен валли Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Моисеев (хăй те атлет) 5 пин тенкĕ уйăрса пачĕ. Перекет банкĕн тата Раççейри ял хуçалăх банкĕн республикăри уйрăмĕсен представителĕсем кредитпа анлăн усă куракан хуçалăхсемпе предприяти-организацисене парнесем парса хавхалантарчĕç. Уявра район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма пысăк тÿпе хывакан ĕçченсене, производство маякĕсене хисеплĕ ятсем, грамотăсемпе тав хучĕсем, парнесем парса чысларĕç. Вĕсен хушшинче “Çураки–2012” чемпионĕ Петр Николаев (Ленин ячĕллĕ хуçалăх, вăл пĕр сеялкăллă агрегатпа 622 гектар тĕш-тырă акнă); уй-хир, ферма ĕçченĕсем, вĕрентÿре, сывлăх сыхлавĕнче, культурăра, çул-йĕр хуçалăхĕнче, суту-илÿре, строительствăра, кирпĕч заводĕнче тата ытти отрасльсенче тăрăшакансем. Вуншар та вуншар хушаматпа ят – çырса та пĕтереймĕн. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев район историне пысăк тÿпем хывнă çынсене Хисеп кĕнекине кĕртесси пирки пĕлтерчĕ.
Уявра курса тĕлĕнмелли, чуна савăнтараканни сахал мар пулчĕ. Акă ал ĕç куравĕн палаткисем тăрăх кăна ирт. Кашни ялтах тем тĕрлĕ пултаруллă çын та пур çав. Вĕсем пурнăçа илемлĕрех, пуянрах тăваççĕ, ыттисене хăйсем хыççăн йыхăраççĕ. Куç хăрасан та алă шикленмест, тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Кам шутлама пултарнă-ха, пысăках мар Лачкасси тĕрлĕ ăстасенчен çапла пуяннине; Куç илми пăхаççĕ çынсем Венера Николаеван тĕн тематикипе тĕрленĕ “Умиление”, “Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ”, “Аслатиллĕ çумăр” ĕçĕсене. Вĕсене хĕреслĕ майпа тĕрлесе рама ăшне вырнаçтарнă. Венера Александровна Шупашкарти электроникăпа механика заводĕнче мастерта ĕçлесе пенсие тухнă та тăван яла таврăннă. 5 çул ĕнтĕ хĕллехи вăхăтра тĕрлес тата çыхас ĕç ăстисен кружокне ертсе пырать. Унăн “Умиление” ĕçне фото ÿкерсе ĕлкĕриччен пĕр çын 2000 тенкĕлле туххăмра туянса кайрĕ. Ăстан чĕнтĕрлесе çыхнă кофтисем, ача-пăча япалисем, шальсем пуян та ĕлккен. Чăннипех ылтăн алăсем!
Çак ялти Галина Ивановна Кошкинан ĕçĕсене те – “Лопухина портречĕ”, “Хĕллехи ир”, “Кашкăрсем вăрманта” тата ыттисем – палăртмалла. Вăл тĕрлес ĕçе 90-мĕш çулсенче тытăннă. Запасри çар служащийĕн мăшăрĕ. Çуллахи вăхăтра ялта пурăнаççĕ. Амăшĕ те тĕрленĕ. Курава унăн тахçанхи “Ромео” ĕçне те илсе килнĕ.
Кивĕ Пуянкассинчи Юрий Павлов районти чи ăста футболистсенчен пĕриччĕ хăй вăхăтĕнче. Водительте ĕçлерĕ. Халĕ яланлăх ĕç çук. Пушă вăхăтра шăрпăк пĕрчисенчен тем тери хитре макетсем ăсталать: пиччĕшĕн çурчĕн, чиркÿсемпе соборсен, тухăçри стильпе тунă çуртсен, çил арманĕсен макечĕсем. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ вĕсемпе аппаланма! Паянхи кунччен Юрий Ивановичăн çавăн пек пултарулăх пуррине пĕлмен. Ывăлĕ Ваня та ÿкерме, ăл ĕçĕпе аппаланма юратать.
“Буяново” ООО курава хăй туса кăларакан изделисене тăратнă. Хыçлă пукансем, табуреткăсем, ача-пăчан пĕчĕк пуканĕсем, канмалли беседка (тăрри те, сĕтелĕ те, саккисем те). Заказпа та тăваççĕ.
Пĕр сăмахпа кашни ял тăрăхĕн курмалли, пĕр-пĕринчен вĕренмелли нумай. Акатуйра кăна мар, ытти чухне те районта çавăн пек куравсем йĕркелемелле. Вĕсенчен куракана киленĕç кăна пулĕ.
Официаллă пай хыççăн сценăна патшалăх филармонийĕн “Çавал” ансамблĕ йышăнчĕ, унтан – эстрада çăлтăрĕн Вячеслав Христофоровăн ушкăнĕ. Эх янраттарчĕ те чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров хăйĕн вăйлă сассипе. Хамăр ентеш Марта Зайцева, тăвайсен тахçанхи пĕлĕшĕ Михаил Федоров юрланисене те чунтан хавхаланса итлерĕç тăвайсем, сцена умне тухса ташлакансем те пулчĕç. Вырăнти пултарулăх коллективĕсем те çине тăрсах хатĕрленнĕ вĕт уява. Нăрвашран, Тăрмăшран, Тушкилтен, Кĕршерен вăйлă фольклор ушкăнĕсем килнĕ. Ишпуçсемпе йăнтăрчăсене, элпуçсемпе пуянкассисене те ырламалла. Тăвайри халăх хорĕ, ветерансен хорĕ, “Çăлкуç”, “Тăвай ен” ансамбльсем, ачасен искусство шкулĕн коллективĕ – нихăшне те хурлама çук.
Спорт вăййисен программи те пуян пулчĕ. Ăна Тăвайпа Пуянкассинчи, Тăрмăшпа Нăрвашри вăтам шкулсен çамрăк командисем мини-футболпа уçрĕç. Финалта нăрвашсем тăвайсене çĕнтерчĕç. Армрестлингра Василий Сельмина парăнтаракан тупăнмарĕ. Шахматра Владислав Пастухов мала тухрĕ. Йĕтре тĕртессипе республика чемпионачĕн призерĕ Алексей Евдокимов (Йăнтăрчă), кире пуканĕ çĕклессипе Александр Трофимовпа (Тушкил) Полина Салмина (Йăнтăрчă шкулĕ), ветерансем хушшинче Юрий Буинцевпа Александр Кириллов палăрчĕç. Акатуйăн тĕп парнине – такана Алексей Николаев çамрăк кĕрешÿçĕ (Нăрваш) çĕнсе илчĕ. Чи çивĕч, чи кăсăклă кĕрешÿ яланхи пекех волейболистсем хушшинче иртрĕ. Финалта Шупашкарти Тăвай ентешлĕхĕн команди Пуянкасси çамрăкĕсенчен 2:1 шутпа выляса илчĕ. ДЮСШ волейболисчĕсем 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Мала тухнисене пурне те парнесем парса хавхалантарнă.
Уявра суту-илĕве, обществăлла апатланăва, ача-пăча аттракционне çÿллĕ шайра йĕркеленĕ.
Каçпа 20 сехет хыççăн уявăн юлашки тапхăрĕ районти культурăпа кану çурчĕ умĕнче иртрĕ. Халăх ку хутĕнче те йышлă пулнă. Куракансене И.Шинжаевпа И.Шинжаева, С.Печникова, хамăр ентешсем Григорий Вакку, Алиса Королева хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Уяв вĕçленеспе пысăк фейерверк йĕркеленĕ, дискотекăна Шупашкар диджейĕсем хутшăннă.
Акатуй уявĕ çынсене малашне тата тăрăшарах ĕçлеме, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма хавхалантартăр, тăван район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма пулăштăр. Кану кунĕсен вĕçĕнче пирĕн районта та аслатиллĕ, чунтан кĕтнĕ, ял çыннисене шанăç кÿрекен çумăрсем иртрĕç. Апла пулсан, пурнăçра пурте йĕркеллех пулма кирлĕ.
И.СОЛОВЬЕВ.