00:00 05 июня 2012 г.
Тăвайне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова килнĕ, тĕп больницăра ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Канашлăва республикăри сывлăх сыхлав учережденийĕсен ертÿçисем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев хутшăннă.
Тĕл пулу вăхăтĕнче ял çыннине медицина пулăшăвĕ парассине лайăхрах йĕркелес, 2011–2012 çулсенче республикăри сывлăх сыхлавне лайăхлатмалли Программăн тĕп çул-йĕрĕсене пурнăçлас ыйтусене сÿтсе явнă.
Чăваш Енре пурăнакансен 41 проценчĕ ялта пурăннине шута илсе, яла тикĕссĕн аталантарса пырас ĕçре çынсене вăхăтра та пахалăхлă медицина пулăшăвĕ пани, фельдшерпа акушер пункчĕсен (ФАП) никĕсĕ çинче медикаментсемпе тивĕçтерни, чир-чĕртен сыхланассипе профилактика ĕçĕсем туса ирттерни тата сывă пурнăç йĕркине сарни, ватăсен сывлăхне тĕрĕслесе тăни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă канашлура.
ФАПсене врач офисĕсем çумне çирĕплетни те витĕмлĕ пулăшу шутланать. Офиссем юсанă çуртсенче вырнаçнă, вĕсене автоматизациленĕ ĕç вырăнĕпе, ку чухнехи оборудованипе тивĕçтернĕ. Врачсем фельдшерсене организаципе методика тата консультаци пулăшăвĕ пама пултараççĕ.
Пирвайхи медицина пулăшăвĕ парассин майĕсене анлăлатни медицина кадрĕсемпе, пурлăх ресурсĕсемпе эффективлăрах усă курма, медицина пулăшăвĕн калăпăшне ÿстерме май панине палăртнă канашлура. Унсăр пуçне кăçал фельдшерпа акушер пункчĕсем çук ялсенче уйрăм кил хуçалăхсенче пирвайхи пулăшу пама вĕрентессине йĕркелесшĕн. Вĕсенче телефон тата аптечкăсем пулĕç. Яваплă çынсене ку енĕпе ятарласа хатĕрлĕç.
2011–2012 çулсенче ялти медицинăн ресурс никĕсне малалла çирĕплетме, çав тĕллевпе 864,4 млн. тенкĕ уйăрса пама пăхнă. Яллă вырăнта вырнаçнă 18 сиплевпе профилактика учрежденине 307 единица медицина оборудованийĕпе (239,64 млн. тенкĕлĕх) тивĕçтересшĕн. Çав шутра сывлăх сыхлавне лайăхлатмалли Программăпа килĕшÿллĕн Тăвай районне 2547323 тенкĕ тивĕçмелле. Района “Земство тухтăрĕ” программăпа килĕшÿллĕн пĕрер терапевтпа педиатр килнĕ. Çамрăк специалистсене федераллă шутран пĕрер млн. тенкĕ уйăрса панă. Хальхи вăхăтра Мучарти фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсаççĕ.
Канашлура çавăн пекех халăха кардиологи (чĕре) чирĕсенчен пулăшас ыйтăва хускатнă, республикăри кардиологи диспансерĕн тĕп врачĕ Т.Мизурова тухса калаçнă. А.Самойлова министр кардиологи чирĕсенчен сыхланассипе медицина пулăшăвĕн пирвайхи сыпăкĕнчех профилактика ĕçне вăйлатма кирлине палăртнă. “Регистр – профилактика ĕçĕшĕн питех те кирлĕ никĕс. Ку – пĕтĕмĕшле практика врачĕн тивĕçĕ. Çавна йĕркелесен, эпир йывăр инфарктсенчен сыхланма пултарăпăр”, – тенĕ министр.
Район больницисен тĕп врачĕсемпе ирттернĕ канашлу хыççăн Алла Самойлова халăхăн социаллă тивĕçтерÿ центрĕнче тата социаллă хÿтлĕх пайĕнче, район центрĕнче тăвакан физкультурăпа спорт комплексĕнче пулнă.
Т.ШАКШИНА.