00:00 15 мая 2012 г.
Майăн 14-мĕшĕ тĕлне районĕпе 6220 гектар "64 процент" пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи тĕш тырă культурисем акнă. “Можарский” ООО, Катяков, Гладков хресчен фермер хуçалăхĕсем çак ĕçе вĕçленĕ. “Дружбăн” та акса пĕтнĕпе пĕрех.
Районти тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсем çĕр улми лартаççĕ, çав шутран “Родник” ООО 40 гектар лартнă.
Кукуруза хальлĕхе 20 гектар йышăннă, ăна “Акконд-агро фирма” общество акнă.
Пĕр çул ÿсекен курăксене ку вăхăт тĕлне 290 гектар, нумай çул ÿсекен курăксене хăйхальлĕн 172 гектар акса хăварнă.