00:00 05 мая 2012 г.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламлатăп!
Çак халиччен курман пысăк йывăрлăх вуншар миллион çын пурнăçне татнă. Çапах та Çĕр-шывăмăра хÿтĕлеме ватти-вĕттипех кар тăнă пирĕн халăх пĕтĕçÿлĕхпе çирĕп кăмăл, паттăрлăх тата Тăван çĕр-шыва чунтан юратни кирек мĕнле тăшмана та çĕнтерме пулăшнине ĕнентермелле кăтартса панă.
Эпир, çĕнтерÿçĕсен тăхăмĕсем, тĕнчери тăнăçлăха, çĕр-шывăмăрăн никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварнă, килес ăрусемшĕн ирĕклĕ пурнăç çĕнсе илнĕ çынсен паттăрлăхне нихăçан та манас çук, вĕсен фронтри тата тылри паттăрла ĕçĕсене яланах сăваплăн сума сăвăпăр!
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин урокĕсене асăмăрта упранă май, эпир паян çĕр-шывăмăрăн тăнăçлă пуласлăхне шанчăклăн хураллатпăр! Тăван çĕр-шыва юратасси, хисеплесси, хÿтĕлесси, Аслă Патшалăх гражданинĕн ятне тивĕçлĕ пуласси – пирĕнтен кашнийĕн таса тивĕçĕ.
Чăваш Енре ветерансемшĕн тăрăшасси çине уйрăмах тимлĕ пăхатпăр. Шел те, вăхăт чарăнусăр, пирĕн хушăра çав паттăрла çулсенчи пулăмсене хăй куçĕпе курнă çынсен шучĕ çулсерен сахалланса пырать. Пирĕн тĕп тĕллев – вĕсене пур енлĕн пулăшасси. Çĕре çити тайма пуç сире, паттăрсем! Вăрçăри паттăрлăхшăн тата мирлĕ пурнăçри ырми-канми ĕçĕршĕн чунтан тав тунине йышăнсамăр.
Çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм тата вăрăм кун-çул сунатăп!
Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.ИГНАТЬЕВ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин хисеплĕ ветеранĕсем тата тыл ĕçченĕсем!
Район çыннисем, хăнасем!
Сире Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 67 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр!
Çĕнтерÿ кунĕ – Раççейри кашни çыннăн мирлĕ тÿпе айĕнче лăпкă пурăнмалли ирĕкне сыхласа хăварнисене чысламалли аслă уяв. Эпир хăйсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕпе хăюлăх, чăтăмлăх кăтартнисене, Тăван çĕр-шыва чун-чĕререн юратнисене сума сăватпăр, яланах асра тытатпăр.
Кашни килтех паян аттесен, асатте-кукаçисен паттăрлăхне аса илеççĕ – пирĕн районта вăрçă йывăрлăхне тÿссе ирттермен пĕр çемье те çук, фронтра тата тылра ырми-канми ĕçпе хăюлăх кăтартса Аслă Çĕнтерĕве туптанă.
Çапăçу хирĕнче Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ тата тылра вăй-халне шеллемен ентешĕмĕрсем пирĕншĕн кăмăл çирĕплĕхĕн, паттăрлăхăн тĕслĕхĕ пулса тăчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ паян пирĕнпе çук ĕнтĕ... Вĕсене ĕмĕр-ĕмĕр асăнса, сума суса пурăнатпăр!
Районта пурăнакансене пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, мирпе тăнăçлăх сунатпăр.
Тăвай район пуçлăхĕ Т.Х.ШАКШИНА.
Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Е.ВАСИЛЬЕВ.
Уважаемые ветераны!
Примите самые искренние поздравления с Днем Победы!
Мы глубоко убеждены, что пока мы бережно храним память о событиях Великой Отечественной войны, пока чтим наших ветеранов, мы сохраняем частицу той силы, которая сделала наш народ победителем.
Ветераны – это гордость нашей страны, мы гордимся, что у нас есть такие люди, которые ценой своей жизни защищали свою страну, свой город, свою семью.
Будьте здоровы, счастливы, пусть любовь и забота о вас проникнет во все сердца тех людей, которые способны обеспечить вам счастливую и достойную жизнь.
Мир вашему дому!
С уважением, генеральный директор ОАО “АККОНД”, депутат Госсовета Чувашской Республики В.Н.ИВАНОВ.
Дорогие ветераны войны, вдовы, дети войны!
Поздравляем вас с Великим праздником – Днем Победы. Желаем всем крепкого здоровья, благополучия, мирного неба, душевного покоя. Живите долго, вы наша гордость, с вами наша жизнь интереснее и богаче. Мы вас очень любим.
Районный Совет ветеранов войны и труда.
Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн паттăррăн кĕрешнĕ, унтан юхăннă хуçалăха ура çине тăратма хастар хутшăннă хамăрăн хисеплĕ вăрçă ветеранĕсене – Василий Александрович Александрова (Ураскасси ялĕ), Анфиса Степановна Степанована (Çăлпуç), Константин Михайлович Михайлова (Çĕнĕ Пуянкасси), Александр Михайлович Михайлова (Кушкă) Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Константин Михайловичăн майăн 4-мĕшĕнче çуралнă кунĕ пулчĕ, 97 çул тултарчĕ.
Хаклă ветерансем! Эсир вăрçăри тата ĕçри паттăрлăхăрпа паянхи çитĕнÿсен никĕсне хывса хăварнăшăн сире пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, çурхи савăк кăмăл-туйăм сунатпăр.
“Тăвайри кооператив” потребобщество.