00:00 03 мая 2012 г.
Район уй-хирĕсенче çурхи ĕçсем пыраççĕ. Ял ĕçченĕсем нÿрĕкшĕн кĕрешеççĕ, ÿсен-тăрана минераллă удобрени параççĕ, вăйсăр кĕр калчи лаптăкĕсене хушса акаççĕ, çĕр хатĕрлеççĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акаççĕ, çĕр пулнă çĕрте ахаль лармаççĕ. Майăн 2-мĕшĕ тĕлне ултă хуçалăхра ака пынă, районĕпе хальлĕхе 910 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акнă, çав шутра “Акконд–агро фирма” обществăпа “Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕнче – 200-шер гектар ытла.