00:00 27 апреля 2012 г.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Майăн пĕрремĕшĕ çут çанталăк çĕнелсе чĕрĕлнине, çынсем хăйсен мирлĕ те пултаруллă ĕçĕпе Тăван çĕр-шыв аслăлăхне çирĕплетме ăнтăлнине сăнарлать.
Ĕç çыннине хисеплени, питех те лайăх ĕç йăлисем ăруран-ăрăва куçса пыни – патшалăхăн ăнăçлă аталанăвĕн никĕсĕ. Çине тăрса тата ырми-канми ĕçлесен кăна эпир экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕнче çитĕнÿсем тума, хамăрăн пурнăç шайне ÿстерме пултаратпăр. Пирĕн хальхи кун-çулпа пуласлăх та, ачамăрсемпе атте-аннемĕрĕн пурнăç шайĕпе пахалăхĕ те пĕтĕçÿллĕ тата пултаруллă ĕçренех килет.
Паян Чăваш Ен экономики кал-кал ÿсни палăрать. Промышленноç, строительствăпа ял хуçалăхĕ, вак тата вăтам бизнес, вĕренÿпе медицина ăнăçлăн аталанаççĕ, пахалăхлă пулăшу ĕçĕсем паракан потребитель рынокĕн, социаллă сферăпа культура тата спорт ĕçĕ-хĕлĕ те палăрмаллах лайăхланать. Тăван Республика аталану çулĕпе çапла шанчăклăн малалла утассине пиртен кашниех хăй ĕçĕн пĕчĕк пайне хывать. Пĕрле эпир тата та нумай тума пултарасси пирки пĕрре те иккĕленместĕп.
Хăйсен ĕçри паттăрлăхĕпе пирĕн паянхи çитĕнÿсен никĕсне хывса хăварнă ветерансене эпĕ уйрăммăн тав сăмахĕ калас тетĕп.
Хаклă туссем, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн сире пĕтĕм чунтан тав тăватăп, çирĕп сывлăхпа телей, çурхи савăк та ăшă кăмăл-туйăм, çураçу тата тăван Чăваш Ен ырлăхĕшĕн çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.