00:00 24 апреля 2012 г.
Апрелĕн 19-мĕшĕнче Тăвайри тĕп библиотекăри консультаци пунктĕнче “Ĕçлев прависене хÿтĕлесси” темăпа право сехечĕ йĕркелерĕç.
Граждансемпе район прокурорĕн помощникĕ Евгений Максимов, суд приставĕсен районти пайĕн пуçлăхĕ Александр Воробьев хутшăнчĕç. Тĕл пулу вăхăтĕнче ĕçлев çинчен калакан законсене пăхăнса пырассин, ĕç укçи тÿлевĕн ыйтăвĕсене пăхса тухнă, законсене пăснин уйрăм тĕслĕхĕсене тишкернĕ. Кăткăс ыйтусене каярах тĕплĕн пăхса тухса хуравлама çырса илнĕ.
Н.СОКОЛОВА.