00:00 16 марта 2012 г.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ çумĕнчи СНГпа (Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕпе) килĕштерсе ĕçлекен Федераци агентствин çĕнĕ ертÿçипе тата Раççей Президенчĕн ятарлă представителĕпе Константин Косачевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Вулакан пĕлет ĕнтĕ, Константин Иосифович РФ Патшалăх Думине Чăваш Енрен суйланнă депутат, Думăра вăл тĕнчери халăхсемпе килĕштерсе ĕçлессишĕн комитет ертÿçин çумĕ пулнă.
Тĕл пулу вăхăтĕнче Константин Иосифович чунра хавхаланупа пĕрлех шеллевлĕх туйăмĕ те пуррине палăртнă. Юлашкине вăл депутат пулса Чăваш Енпе чылай çул тухăçлă ĕçлесе пынипе çыхăнтарнă. Халĕ вара, урăх ĕçе куçнă май, унăн депутат мандатне тавăрса пама тивет. Апла пулин те паллă политик влаçăн федераллă органĕсенче тата СНГ хутлăхĕнче те хăйне Чăваш Ен представителĕ пек туйма пăрахмăп тесе шантарнă.
Аса илтеретпĕр, Константин Косачев иртнĕ çул пирĕн районта пулса Элпуç шкулĕпе, “Акконд–агрон” выльăх-чĕрлĕх комплексĕпе тата сĕт ĕçлесе хатĕрлекен цехĕпе, Тăвайри тавра пĕлÿ музейĕпе паллашнăччĕ, район администрацийĕнче район çыннисемпе тĕл пулса калаçнăччĕ. Анлă тавра курăмлă, пысăк культурăллă, ăш пиллĕ çын, пĕрре тĕл пулсанах асра юлакан политик – çавăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулатчĕ ун пирки. Çавăн пек талантлă çынсем кирлĕ те çĕр-шыва. Чăваш Республикин экономикипе социаллă аталанăвне пысăк тÿпе хывнине шута илсе Михаил Игнатьев Константин Косачева “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден медалĕпе наградăланă.
И.СОЛОВЬЕВ.