00:00 07 марта 2012 г.
“Тăвайри кооператив” потребобществăра тăрăшакан хĕрсемпе хĕрарăмсем тата суту-илÿ ветеранĕсем!
Сире пурне те Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çут çанталăк хĕрарăма илемлĕх, ырă кăмăллăх, чăтăмлăх парнеленĕ. Эсир çемье вучахне сыхлатăр, ачасене воспитани паратăр. Çав вăхăтрах потребобщество экономикине çирĕплетессишĕн вăй хуратăр. Обществăлла ĕçсенче те активлăх кăтартатăр. Пуриншĕн те таймапуç сире.
Çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ, тулли кĕрекеллĕ, телейлĕ, юратуллă пулма сунатпăр сире пурне те.
“Тăвайри кооператив” потребобщество коллективĕ.