00:00 02 марта 2012 г.
Тунти кун Шупашкара Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев килсе кайнă. Визит РФ Патшалăх Канашĕн президиумĕн ларăвне кунта ирттернипе çыхăннă. Ларура çĕр-шыври талантлă ачасемпе çамрăксене патшалăх енчен пулăшмалли мерăсене сÿтсе явнă, унăн ĕçне РФ правительствин вице-премьерĕ В.Сурков, РФ Президенчĕн помощникĕ А.Дворкович, Михаил Бабич полпред, А.Фурсенко, А.Авдеев, В.Мутко министрсем, федераци субъекчĕсен хăш-пĕр кĕпĕрнаттăрĕсем, Мускав патшалăх университечĕн ректорĕ В.Садовничий, Раççей обществăлла палата членĕсем тата ытти паллă çынсем хутшăннă.
Ларура тĕп доклада Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев тунă. “Талантсене ятарласа тума çук, анчах вĕсем валли аталанмалли хăтлă условисем йĕркелеме пулать. Ку енĕпе мĕн чухлĕ ытларах ĕçлетпĕр, талантсем çавăн чухлĕ ытларах пулĕç”, – тенĕ Михаил Васильевич. Ларăва çĕр-шыв Президенчĕ пĕтĕмлетнĕ, талантлă ачасемпе çамрăксене патшалăх енчен пулăшасси çав тери кирлĕ ĕç пулнине палăртнă.
В.ПЕТРОВ.