00:00 17 января 2012 г.
Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев администрацин структура подразделенийĕсен, федераллă тата республикăри ĕç тăвакан органсен уйрăмĕсен, районти предприятипе организацисен ертÿçисемпе эрнери планерка ирттернĕ.
Малтанах умĕнхи эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ тата хальхи валли задачăсем палăртса хунă.
Районта 2012 çулхи мартăн 4-мĕшĕнчи Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавне ирттерме хатĕрленесси малалла пырать. Район территорийĕнче 29 суйлав участокĕ туса хунă, участоксенчи суйлав комиссийĕсене ĕçлеме тата сасăлав ирттерме пÿлĕмсем палăртнă, ял поселенийĕсен администрацийĕсем ялсенчи суйлавçăсен хисепĕ çинчен сведенисем панă. Январĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа территори суйлав комиссийĕ районта пурăнакансене открепительнăй удостоверенисем пама тытăнать.
Ку эрнери паллă меропряитисен шутĕнче – январĕн 18-мĕшĕнче иртекен пĕрлехи информаци кунĕ. Района ĕç коллективĕсемпе тата ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулма ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Геннадий Яковлев ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килмелле. Ку эрнере çавăн пекех районăн 2011 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн итогĕсем тата 2012 çулхи задачăсем çинчен канашлу ирттерме пăхнă.
Полици, сывлăх сыхлавĕ, пушар надзорĕ, налук служби енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен информацисем итленĕ, администрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем хăйсен ĕçĕ çинче чарăнса тăнă. Информацисене пăхса тухнин результачĕсем тăрăх район администрацийĕн пуçлăхĕ Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи хваттерсене газпа харпăр хăй ăшăтмалла тăвас ĕçе йĕркелессипе, 2012 çул валли палăртнă инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе, Киччĕ ялĕнчи клубри юсав ĕçĕсене вĕçлессипе хушусем панă. Ятарлă программăсен секторĕн заведующине В.Исаева Кăшарни праçникĕнче çынсем массăллă шыва кĕнĕ вырăнсенче хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен мерăсем йышăнма хушнă.
Планеркăра район пурнăçĕнчи ытти хăш-пĕр актуаллă ыйтусене те пăхса тухнă.
О.ЛОМОНОСОВ.