00:00 30 декабря 2011 г.
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Çĕнĕ çул асамĕ пире пурне те тыткăнлать, ырă туйăмсем вăратса тата та нумайрах ырă ĕç тума хавхалантарать. Шăпах çак вăхăтра тавралăх шурă юрпа хупланса хитреленет, пирĕн кăмăл хăпартланать, ачасем юр кĕлеткесем ăсталаса уява, Юр пикепе Хĕл Мучине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Çĕнĕ çул – асамлăх кĕтекен тĕлĕнтермĕш вăхăт. Вăл ĕне¬нÿпе шанчăк, ырăлăхпа çутăлăх, килĕшÿлĕхпе юрату уявĕ. Шăпах çак вă¬хăтра эпир иртсе пыракан çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлететпĕр тата малашлăх валли тĕллевсем палăртатпăр.
2011 çул пирĕншĕн пуриншĕн те пĕчĕк тата пысăк ĕçсен çул¬талăкĕ пулчĕ. Эпир республикăн социаллă тĕллевлĕ бюд¬жечĕн тупăшĕсене ÿстернине пула ăна темиçе хутчен те пăхса тух¬рăмăр. Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кă¬тар¬тăвĕсем палăрмаллах лайăхланчĕç. Республикăра инновацин пысăк проекчĕсене тата социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçлама тытăннă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ тата ĕçле¬кенсен ĕç укçине ÿстернĕ, çĕнĕ çулсемпе пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, çуртсен картишĕсене тĕпрен юсанă тата ача-пăчан хальхи вăхăтри спорт площадкисене уçнă. Эпир сывлăх сыхлавне, вĕрен¬тĕве, культурăна тата спорт сферине çĕнетес ĕçе малалла тă¬сатпăр. Патшалăх пулăшнине пула республикăра пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанать, ача сачĕсем çĕкленеççĕ, общество инфратытăмĕ лайăхланать. Пурнăçра йывăрлăх тÿсекен çынсене, сахал тупăшлă, нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене патшалăх пулăшу кÿрет.
Çакна палăртма кăмăллă, республикăра пурăнакансем хăйсем те Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса тата пурнăçра хас¬тарлăх кăтартса халăх пурнăçĕн пахалăхĕпе шайне ÿстерме, об¬ществăри тă¬нăçлăхпа килĕшÿлĕхе тата унăн тĕреклĕхне çирĕплетме пулăшаççĕ.
Шанатăп: çитес çул çутă та пуян пулĕ, пире чылай кăсăк пулăмпа тата çĕнĕлĕхпе савăнтарĕ.
Хаклă ентешĕмĕрсем, сире çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, иксĕлми вăй-хал, ырă пуçарусенче ăнăçу, телейпе юрату су¬натăп! Уяв каçĕнче ĕмĕтленнĕ чи çутă ĕмĕтĕрсем пур¬нăç¬ланч¬чăр!
Çĕнĕ çул ячĕпе сире!
Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.ИГНАТЬЕВ.