00:00 30 декабря 2011 г.
Çак паллăпа çуралнисен сывлăхĕ лайăх, вĕсем вăй-халлă, хăвăрт çилленеççĕ, тепĕр чух кутăн, ытлашши кăра пулма пултараççĕ. Çавах та тÿрĕ кăмăллă, туйăмлă, хăюллă çынсем. Вĕсем – шанчăклă. Уçă чунлăскерсем тĕрĕс шухăшлаççĕ. Кивçен илме, сăмах калама юратмаççĕ. Çемçе кăмăллăскерсем кам витĕмне те пулин кĕрсе ÿкме пултараççĕ, анчах кĕске вăхăта кăна. Йăнăшĕсенчен хăвăрт хăтăлаççĕ. Ир мăшăрланаççĕ е пачах мăшăрланмаççĕ.
Аçтаха çулĕнче çуралнисем: Т.Кампанелла, О.Хаям, Ж. д,Арк, Ж.–Жак Руссо, И.Кант, Ф.Энгельс, Г.Плеханов, I Николай, II Николай, Б.Шоу, В.Коккинаки, А.Грин, М.Шолохов, М.Горький, А.Косыгин, Д.Карбышев, Д.Кабалевский.
Нумай вăй-хал илекен, анчах ăнăçлă çул. Калăпăр, политикăра.
Йĕкехÿре паллипе çуралнисемшĕн те майлă çул. Вĕсен ĕç-пуç ăнса пырать, хăйсене лăпкă туяççĕ.
Вăкăр хăйне чаплăлăхпа капăрлăх ытамне кĕрсе ÿкнĕн, хăй патне ырă вăхăт таврăннăн шанса пурăнать, анчах ку ултав кăна. Унăн лăпланса пурăнмалла мар, ĕçлемелле.
Тигршăн çăмăл мар çул. Анчах Аçтаха йăлтăркки ăна килĕшет.
Кролик ыттисем ăшталанни çине лăпкăн пăхать. Уншăн ĕç пур.
Аçтаха вара хăйне шыври пулă пек туять. Уншăн ăнăçусен çулĕ.
Çĕлене ăсĕ нимшĕн те пăшăрханма памасть. Уншăн йăлтах лайăх.
Лашашăн та япăх мар çул. Вăл уявсене юратать, уншăн кăмăллă çул.
Качака пур енчен те кăшт пайта курнипех çырлахать, хăйне аван туять.
Упăте май пур таран йăпанать. Вăл хăйне рольре туять. Вăл Аçтахана кирлĕ.
Автан кăмăл туличчен калаçма пултарать. Ку çул уншăн аптрамалла мар. Мăшăрланма майлă çул.
Йытăшăн шанăç пĕтнĕ пек туйăнать. Пулса иртекенни уншăн уссăр пек, унăн айккинче юлмалла.
Сысна хăй ансатрах та йÿнеçтеререх пурăнма тивĕçлине ăнланать. Капăрлăх ăна пусахласа тăрать, çавах та лайăх апата пула вăл самăрăлать. Юлташĕсен хÿттипе усă курать.