00:00 27 декабря 2011 г.
Район администрацийĕнче ĕнер иртнĕ ларăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, структурăллă подразделенисен, федераллă тата республика службисен, организаципе предприятисен ертÿçисем хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене тивĕçлĕ шайра, инкексĕр ирттерсе ямалли пирки сăмах хускатнă. Уяв кунĕсенче пурнăçшăн кирлĕ службăсен çынсене тивĕçтерме хатĕр пулмаллине палăртнă. Полици уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Б.Борисов, надзор ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ А.Шакин, Тăвайри газ участокĕн, районти электричество сечĕсен начальникĕсем В.Семеновпа Т.Иванов, “Энергосеть”, “Дорстрой”, “Коммунальник” обществăсен директорĕсем Г.Сергеев, В.Васильев, Ю.Ефимов, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова тата ыттисем тухса калаçнă çакăн пирки. Район территорийĕнче авариллĕ е чрезвычайлă лару-тăру тухса ан тăтăр тесе хăш вăхăтра, мĕнле кунне пăхмасăр тимлемелли çинчен те асăннă ларура.
Тăвай енре декабрĕн 27-мĕшĕнче пĕрлехи информаци кунĕ, районти депутатсен черетсĕр ларăвĕ пулаççĕ. Вĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерессине йĕркелеме сĕннĕ.
О.ЛОМОНОСОВ, район администрацийĕн пай начальникĕ.