00:00 13 декабря 2011 г.
Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, администрацин структурине кĕрекен подразделенисен, ĕç тăвакан влаçăн федераллă тата республикăри органсен районти уйрăмĕсен, райцентрти предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе анлă лару ирттернĕ. Юрий Егорович декабрĕн 4-мĕшĕнчи суйлавра граждансем хăйсен кăмăлне ирĕклĕн палăртма пултарни ырă пулăм пулса тăрать, тенĕ. Вăл пухăннисене активлă гражданла позици кăтартса суйлава хутшăннăшăн тав тунă.
Ларура кулленхи пурнăçри пĕр тăхтамасăр татса памалли ыйтусене хускатнă. Ку вăл кашни ялтах çулсемпе тротуарсене юртан вăхăтра тасатса тăрасси, Çĕнĕ çул уявне хатĕрленесси, уяв вăхăтĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, уйрăм çынсенчен пурлăхшăн хуракан налога туллин пуçтарасси тата ыт.те. Çав требованисене пурнăçлама ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе структура подразделенийĕсен ертÿçисен тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.
Çĕнĕ çулччен тепĕр 2 эрне ытларах кăна юлчĕ. Çавăнпа та çак эрнере ялсенче çуртсен фасачĕсене уява хатĕрленсе илемлетес, елкăсем вырнаçтарас ĕçсене вĕçлеме хушрĕ администраци ертÿçи.
2012–2013 çулсенче районта федераллă тата республика уйăракан укçа-тенкĕпе усă курса хăш-пĕр инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме пăхнă. Ю.Васильев хăйĕн çумĕсене ача сачĕ, трибунăсемлĕ ку чухнехи стадион, Тăвай ялне кĕмесĕр Канаш çулĕ çине тухмалли çул тума проектпа смета документацийĕсем хатĕрлес ĕçсене активлăрах хутшăнма ыйтнă. Унсăр пуçне Мучарта вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне тума, Тăвайри тĕп больницăн çуртне тĕпрен юсама пăхнă.
Декабрĕн 16-мĕшĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулать, унта 2012 çул валли муниципаллă бюджет проектне пăхса тухаççĕ.
Харпăр хăй участокĕнчи ĕç-хĕл пирки район прокурорĕ В.Николаев, полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ А.Шакин, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова каласа кăтартнă.
Ларура çавăн пекех район аталанăвĕн актуаллă ытти ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.
О.ЛОМОНОСОВ.