00:00 09 декабря 2011 г.
Пысăк телей – ачасем ашшĕ-амăшĕ çунатти айĕнче, вĕсен юратăвне, ăшшине туйса ÿсни. Анчах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнисем те, интернатсенче çитĕнекен ачасем те пур-çке. Пирĕн республикăра вĕсен йышĕ 2,3 пине яхăн.
Часах – Çĕнĕ çул уявĕ. Ачасем ăна чунтан кĕтеççĕ. Хĕл Мучи, ашшĕ-амăшĕ ачасене парнесем парать, пылак кучченеçсемпе сăйлать. Уяв парнине тăлăх ачасен те илес килет ĕнтĕ. Çавна асра тытса, декабрĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта “Мега Моллăн” 5-мĕш хутĕнче “Асам тĕнчи – ачасене” ыркăмăллăх уявĕ йĕркелесе параççĕ. Раштав юмахне аса илтерекен уявра пуканесемпе салам открыткисем, харпăр хăй аллипе тунă бижутери, пылак çимĕçсем туянма пулать. Харпăр хăй аллипе тунă тетте-эреш хушшинче ăстасем туни кăна мар, интернатсемпе ача çурчĕсен воспитанникĕсем туса хатĕрленисем те пур.
Уява пурте хутшăнма пултараççĕ. Унта çемьепе пырсан, пĕрле килте хатĕрленĕ парне илсен (калăпăр, хăвăр çыхнă çăм алсиш е пасарта туянни) тата пахарах. Ачăрсем эсир ырă туни çынна савăнăç кÿнине туйĕç, ыр кăмăллă пулса ÿсĕç. Мирпе, тĕнчепе йывăрлăха лекнĕ ачасене пулăшнинчен сăвапли мĕн пултăр. Тăлăх ачасем çынлăха, чун ăшшине туйса ÿсчĕр.
Уяв декабрĕн 17-мĕшĕнче “Мега Молл” суту-илÿ комплексĕн 5-мĕш хутĕнче 12 сехетре пуçланать.