00:00 27 сентября 2011 г.
Тунти кун район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче анлă планерка иртрĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, республика тата федераллă службăсен ертÿçисем пулчĕç унта. “Наци кросĕ – 2011” чупу мĕнле иртнине хакларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев асăннă мероприятин лайăх енĕсене палăртрĕ, çитменлĕхсене асăнса хăварчĕ.
Вĕренÿ çулĕчченхи учрежденисенче ĕçлекенсен тата ваттисен кунĕсене, кĕрхи ярмăрккана йĕркеллĕ ирттересси çинчен те асăнчĕ Юрий Егорович.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене территорисенче пухăннă ăпăр-тапăра тасатма, урамсене каçсерен электроçутăпа тивĕçтерме, шыв башнисене хĕле хатĕрлеме, урамсене юртан тасатса тăрассипе организацисемпе килĕшÿсем тума, çулсемпе кĕперсене юсассине вĕçлеме, ял паспорчĕсене туса пĕтерме, клубсем ĕçленине çирĕплетекен график тума хушнă.
Пÿлĕмсемпе çуртсене хутса ăшăтма хатĕрленес ĕçсене вĕçлеме, йывăç хунавĕсем лартассине йĕркелеме сĕннĕ тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев.
Район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Ванерке ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене кĕрхи ярмăрккана нумайрах çын хутшăнтарма ыйтнă.
“УК Янтиковская” тулли мар яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Ю.Ефимов котельнăйсене хĕле мĕнле хатĕрлени пирки каласа кăтартнă.
Районти оперативлă лару-тăру çинчен полици уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Б.Борисовпа надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ А.Шакин сăмах хускатнă.
Т.ПЕТРОВА.