00:00 27 сентября 2011 г.
Воспитатель профессийĕ – хисеплисенчен пĕри. Вăл питĕ ырă ĕç тăвать, кĕçĕн ачасене воспитани парас енĕпе тăрăшать. Пирĕн пуласлăхăмăрăн никĕсĕ ача садĕнче хывăнать. Унта вăй хуракансем пĕчĕккисен пуласлăхĕ çутă, савăнăçлă пултăр тесе тимлеççĕ, ашшĕ-амăшĕсене, ывăл-хĕрĕсене воспитани пама пулăшаççĕ.
Ача сачĕсенчи воспитательсене, унта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене профессиллĕ уявпа ăшшăн-ăшшăн саламлатăп. Сире пурне те çирĕп сывлăх, чăтăмлăх, ырă кăмăллăх, пархатарлăх, телей сунатăп. Ача сачĕсем яланах ача сассипе, вĕсен шăнкăрав пек куллипе тулччăр.
Ачасене яланах пысăк тимлĕх уйăрăр. Ĕçĕр ăнса пытăр.
В.ШАКРОВ, район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи.