АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пурте – старта!

00:00 20 сентября 2011 г.

Сентябрĕн 25-мĕшĕнче Тăвайри спорт комплексĕнче “Наци кросĕ–2011” Пĕтĕм Раççейри чупу кунне халалланă районти ăмăртусем пулаççĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен чару çук пур çын та хутшăнма пултарать кроса. 17 çултан аслă мар çамрăксен ăмăртусене хутшăнма врач ирĕк пани обязательнăй йĕркепе кирлĕ. Ыттисен, врач ирĕк пани пулмасан, харпăр сывлăхĕшĕн хăй яваплă пулнине заявкăра алă пусса çирĕплетмелле.
Ăмăртусен дистанцийĕсем:
1000 м – VIP чупу (ертÿçĕсемпе вĕсен çумĕсен);
1000 м – 2001 тата унран каярах çуралнă хĕрачасемпе арçын ачасем;
2000 м – 1994 тата унран каярах çуралнă хĕрсемпе яшсем;
2000 м – 18–29 çулхи арçынсемпе хĕрарăмсем;
1000 м – 30–39 çулхи арçынсемпе хĕрарăмсем;
1000 м – 40–49 çулхи арçынсемпе хĕрарăмсем;
1000 м – 50–59 çулхи арçынсем тата 50–54 çулхи хĕрарăмсем;
500 м – 60 çулхи тата унран аслăрах арçынсемпе 55 çулхи тата унран аслăрах хĕрарăмсем.
Мандат комиссийĕ ирхине 8 сехетрен пуçласа 11 сехетчен ĕçлет, ăмăртусем 11 сехет те 45 минутра пуçланаççĕ. Участниксен çумра паспорт е çуралнине ĕнентерекен хут, обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕ, 17 çултан аслă мар çамрăксен врач ирĕк пани пулмалла.
Н.ЧАЙКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика