00:00 09 сентября 2011 г.
Финанс ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕ – хăйĕн пĕлĕвне тата пĕтĕм вăй-халне финанс сферинчи çирĕплĕхе упраса хăварассипе, бюджет укçи-тен¬кипе ту¬хăçлă усă курассине тивĕçтерессипе çыхăннă пултаруллă ĕçе паракан мĕн пур ĕçченшĕн уйрăмах паллă кун.
Финанс ĕçĕн специалисчĕсем пурнăçлакан ĕçĕн пĕлтерĕшĕ кунсерен ÿссе пырать. Шăпах эсир хăвăр ĕçĕрте пултаруллă, тирпейлĕ тата тимлĕ пулни республикăри предприятисемпе организацисене малалла çирĕппĕн аталанма май парать, Чăваш Енри районсемпе хуласенчи экономика пурнăçне ăнăçлăрах тăвать.
Паян Чăваш Енĕн финанс тытăмĕнче тÿрĕ кăмăллă, респуб¬ликăра пурăнакан çынсен умĕнчи хăйсен яваплăхне çирĕппĕн туйса тăракан чăн-чăн ăста¬çăсем ĕçлеççĕ тесе шанчăклăнах калама пулать. Çакна çирĕп¬летекенни – регион бюджечĕ, вăл социаллă тĕллевлĕ тата Чăваш Республикин Социаллă пур¬нăçпа экономика аталанăвĕн 2020 çулчченхи стратегийĕнче палăртнă чи пĕлтерĕшлĕ тĕп виçесене тап¬хăрăн-тапхăрăн пурнăçа кĕртессине тĕпе хурать.
Финанс сферинче вăй хуракан ĕçченсене çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Президенчĕ М.ИГНАТЬЕВ.