00:00 26 августа 2011 г.
Ĕнер Тăвайри вăтам шкулăн актовăй залĕнче районти вĕрентÿ ĕçченĕсен августри конференцийĕ пулчĕ. Унта хутшăнакансем райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров тунă доклада итлерĕç. Доклад тăрăх Элпуçĕнчи вăтам шкул директорĕ Л.Кабакова, Енĕш Нăрвашри вăтам шкул директорĕн çумĕ Л.Данилова, Тĕмерти вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Е. Степанова, Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Э.Кириллова, Тăвайри 1-мĕш ача садĕнчи музыка ертÿçи О.Уткина тухса калаçрĕç.
Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, Президент Администрацийĕн представителĕ, халăха ĕçе вырнаçтаракан патшалăх службин республикăри ертÿçин çумĕ М.Архипов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç, вĕрентÿ ĕçченĕсене çывхарса килекен уявпа – Пĕлÿ кунĕпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламларĕç, ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕç.
Вĕрентÿ ĕçченĕсен пысăк ушкăнне Хисеп грамотисемпе сертификатсем парса хавхалантарнă. Конференци хыççăн тĕрлĕ предметсен секцийĕсем ĕçленĕ.