АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Иртнĕ эрнери ĕçсене тишкернĕ

00:00 23 августа 2011 г.

Паянхи кун Тăвай ялĕнче хутмалли сезона хатĕрленес ыйту çивĕч тăрать. Ăна сÿтсе явассинчен пуçланнă тунти кунхи планерка. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев котельнăйсем мĕнле лару-тăрура пулнине вырăна тухса тĕрĕсленĕ, тĕрлĕ сĕнÿсем панă. Нумай хваттерлĕ хăш-пĕр çуртсене харпăр хăй хутмалла тăвасси те актуаллă ĕçсен шутĕнче. Строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата çул-йĕр пайĕн начальникĕ А.Алексеев каланă тăрăх, асăннă ĕçсене тĕллевлĕ пурнăçласа пыраççĕ.
Юрий Егорович çавăн пекех çÿп-çапа вăхăтра турттарса тухмалли, каçсем тĕттĕмленсех пынă май урамсене çутатас йĕркене пăхăнмалли пирки асăрхаттарнă.
Çурла уйăхĕн юлашки кунĕсем районти вĕрентекенсемшĕн те çăмăл мар. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă кун тĕлне шкулсенчи тата хушма пĕлÿ паракан учрежденисенчи юлашки юсав ĕçĕсене вĕçлемелле. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт пайĕн начальникĕ В.Шакров çитес кĕçнерни кун вĕрентекенсен районти конференцийĕ пуласси пирки пĕлтернĕ.
Çумăрлă кунсене пула районти хуçалăхсенче вырма вăхăтлăха чарăннă. Ĕççине вĕçлеме кашни меллĕ самантпа усă курмалли пирки каланă район администрацийĕн пуçлăхĕ. Тăвай енри пилĕк коллективра кĕрхи культурăсем акма пуçланă.
Т.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика