00:00 16 августа 2011 г.
Тунтикунхи планеркăра иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, умри тĕллевсене палăртнă. РФ ШĔМ ĕн Тăвай районĕнчи полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин оперативлă лару-тăрупа паллаштарнă. Пĕр эрнере 30 заявлени-пĕлтерÿ регистрациленĕ, ГИБДДра 52 протокол çырнă, вĕсенчен 2-шĕ ÿсĕр водительсем тĕлĕшпе. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев Тăвай енри çул-йĕр хăрушсăрлăхĕшĕн тимлессине вăйлатма сĕннĕ.
Надзор ĕçĕсен уйрăмĕн инспекторĕ А. Фролов пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ эрнере пĕр пушар тухнă.
Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси пирки вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт пайĕн начальникĕ В.Шакров каласа кăтартнă.
Вырма ĕçĕсем те район администрацийĕн пуçлăхĕн контролĕнче. Тăвай енри ял хуçалăх коллективĕсенчи ĕççи мĕнле пынине АПК аталанăвĕпе экологи пайне куллен тимлеме, кирлĕ пулсан пулăшма сĕннĕ Юрий Егорович. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслесси малалла пырать районта.
Т.ПЕТРОВА.