00:00 02 августа 2011 г.
Тăвай ялĕнче кĕçех физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекс тума пуçласси пирки пĕлтернинчен пуçларĕ тунтикунхи планеркăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев. Асăннă ларăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн подразделенисен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă.
–Ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе тăтăшах ĕçлемелле. Ку ыйтăва татса панă чухне тавлашуллă лару-тăру пулса тăрсан, участоксенчи уполномоченнăйсене хутшăнтармалла. Çулсене, кĕперсене, шыв башнисене тата пурнăçшăн кирлĕ ытти объектсене юсассине август уйăхĕнче вĕçлемелле”, – çавнашкал тĕллевсем лартнă коллективсен умне Юрий Егорович.
Кун йĕркинчи тепĕр ыйту – уйсенчи ăнса çитĕннĕ тыр-пула вăхăтра пухса кĕртесси. АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн пуçлхĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Ванерке Тăвай енри ял хуçалăхĕсенче вырма епле пынипе паллаштарнă, выльăхсене хĕл каçарма хатĕрленни пирки пĕлтернĕ. Иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн умри тĕллевсене те палăртнă пухăннисем.
Т.ПЕТРОВА.