АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ПРЕСС–ЦЕНТР ПĔЛТЕРЕТ

00:00 02 августа 2011 г.

Çĕр ĕçлекенсемшĕн хĕрÿ ĕççи халĕ – тыр-пул пухса кĕртеççĕ, выльăх апачĕ, кĕр аки валли çĕр хатĕрлессипе малалла ĕçлеççĕ.
Августăн 1-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче 695 гектар тырă вырнă, çав шутран 600 гектарне çапса илнĕ, йĕтемсене 1215 тонна тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектар пуçне 20,2 центнер тухать.
Пур хуçалăх та вырмана тухнă. Тыр-пул пухса кĕртме 21 комбайн хутшăнать.
Ленин ячĕллĕ хуçалăхра – 100, “Шимкусский” хуçалăхра 80 гектар тырă çапса илнĕ.
Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕнче 150 гектар çинчи кĕрхи тулла пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç гектар пуçне 23 центнерпа танлашать.
“Шимкусский” ЯХПКпа Грачев хуçалăхĕ Канашри элеватора тырă сутма пуçланă.
Ĕнерхи кун тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче 4876 тонна утă, 13100 тонна сенаж, 300 тонна силос хатĕрленĕ. Районта пĕр условнăй выльăх пуçне 24,9 центнер апат единици тивет.
Кĕр аки валли çĕр хатĕрлесси малалла пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика