АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ПРЕСС–ЦЕНТР ПĔЛТЕРЕТ

00:00 29 июля 2011 г.

Районта хĕрÿ ĕçсен вăхăчĕ: çĕр ĕçлекенсем тыр-пул пухса кĕртеççĕ, выльăх апачĕ, кĕрхи тĕш тырă культурисем акма çĕр хатĕрлеççĕ.
Июлĕн 28-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем пурĕ 310 гектар тырă çулнă, çав шутран 95 гектарне çапса илнĕ. Йĕтемсене 236 тонна çĕнĕ тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç кашни гектар пуçне хальлĕхе 24,8 центнерпа танлашать.
Ленин ячĕллĕ хуçалăх хăй кăна 60 гектар тырă çапса илнĕ, вăтам тухăç – 26 центнер.
Тыр-пул вырса пухма ку вăхăт тĕлне 7 хуçалăх пуçăннă, вĕсенче 8 комбайн ĕçлет.
Выльăх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Ку ĕç тĕрĕссипе çу каçипе те чарăнса лармĕ. Ĕнерхи кун тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче пурĕ 4876 тонна утă, 12531 тонна сенаж, 300 тонна силос хатĕрлесе хунă.
Кĕр аки вăхăчĕ çывхарса пынă май, çĕр ĕçлекенсем кĕрхи тĕш тырă культурисене валли çĕр хатĕрлессине те асра тытаççĕ. Хальлĕхе 2100 гектара ĕçлесе кăпкалатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика