00:00 29 марта 2011 г.
Эрне кун район администрацийĕн кĕçĕн залĕнче “Раççей Федерацийĕн 2010 çулхи 435-мĕш Законĕ кĕртнĕ улшăнусене шута илсе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсемпе усă курассин уйрăмлăхĕсем” темăпа семинар-канашлу пулнă. Унта Тăвай тата Вăрмар районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, райадминистрацисен специалисчĕсем хутшăннă. Семинара район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев ертсе пынă. Пухăннисем умĕнче Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене туса пыракан Е.Карпеева, Чăваш Республикинчи Пурлăх министерствин çĕр хутшăнăвĕсем тĕлĕшĕнчи патшалăх политикин пайĕн пуçлăхĕ И.Модина, Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн координаципе анализ пайĕн пуçлăхĕ Т.Расколова, “Çĕр кадастрĕн палатин” федераллă патшалăх учрежденийĕн республикăри ертсе пыракан технологĕ Ю.Иванов, Е.Михайлова нотариус тухса калаçнă, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсемпе усă курмалли йĕркесемпе тата законодательствăри улшăнусемпе паллаштарнă. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин хăйсен районĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе епле ĕçлени çинче чарăнса тăнă.
Семинар-канашлу ĕçне Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ пĕтĕмлетнĕ, пĕрлехи харпăрлăхри çĕр пайĕсене регистрацилес ĕçсене кĕске вăхăтра вĕçлеме тивнĕ май 435-мĕш федераллă закона пурнăçлассипе пĕр тăхтамасăр комплекслă ĕçсен планне туса хатĕрлеме кирлине палăртнă. Килнĕ хăнасене усăллă информацисемшĕн тав тунă.
Участниксем семинар-канашлура кулленхи пурнăçра тĕл пулакан тĕрлĕ кăткăс ыйтусене хускатнă, специалистсен хуравĕсене илме пултарнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев “Шимкусский” хуçалăх ертÿçине Ю.Алексеева тата Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхне Г.Гаврилова юбилейсемпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçусем суннă.
С.ШАШКОВА.