АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçре йĕрке пулмалла

00:00 29 марта 2011 г.

“Хушнă ĕçсене яланах вăхăтра пурнăçламалла. Коллективсенче çирĕп йĕрке пулмалла”, – тесе палăртнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев тунтикунхи планеркăра.
Тăвай енре 2011 çулта çум курăк ашкăрса ларакан çĕр лаптăкĕсене ытларах ĕçлесе хатĕрлес тата нумай ачаллă çемьесене çĕр уйăрса парассине малалла тăсас тĕллевсене пăхса тухнă.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çинчен сăмах хускатнă. “Çак уяв районта пурăнакан кашни çын чунне хускаттăр. Пире мирлĕ пурнăç туса пама хутшăннисене яланах асра тытма хавхалантарса тăтăр”, – хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ Юрий Егорович. Акатуя та çÿллĕ шайра йĕркелемелли пирки асăннă. Тавралăха тирпей-илем кĕртесси те кулленхи тимлĕхрен тухмалла мар.
Паянхи куна районта акмалли вăрлăхăн 78 проценчĕ кăна пахалăхлă. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Ванерке выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарасси вăтам шайра пулса пыни, çуракине хатĕрленес ĕçсене хăвăртлатмалли пирки каланă тата. Надзор ĕçĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Шакин, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, шалти ĕçсен районти пайĕн начальникĕ В.Обаськин тухса калаçнă.
Т.ШАШКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика