00:00 25 марта 2011 г.
Ку эрне вĕçĕнче, пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче çурçĕр иртсен, сехет йĕпписене юлашки хут хускатаççĕ. Пĕтĕм çĕр-шывĕпе пĕр сехет малалла куçараççĕ.
Уйăх ытла каялла, çамрăк ученăйсемпе Президент премийĕн лауреачĕсен пухăвĕнче Дмитрий Медведев сехет йĕпписене хĕллехи вăхăта куçарассине кăçалхи кĕркунне пăрахăçласси пирки сăмах хускатнă. Çулталăкра икĕ хутчен çĕнĕ вăхăта хăнăхмалла пулмасть, çынсем чирлесси тата стресс пуласси чакать. Вăхăт улăштарăвĕ тахçантанпах калаçтарать. Çĕпĕр тата Вăтам Атăлçи тăрăхĕсенче кăнтăрла апачĕ хыççăнах каç пулма пуçланă çавнашкал çĕнĕлĕхе пула. Çутă çинче сахал пулакансене нерв чирĕсем тăтăшах аптăратма пултараççĕ.
Çуллахи вăхăта яланлăхах куçни пирĕн пурнăçри çутă тапхăрне региона кура 7–17 процент чухлĕ хушма май парать. Çапла вара пире хĕвел ытларах савăнтарма пуçлать.