00:00 25 марта 2011 г.
Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн вăтăр çиччĕмĕш сессийĕ иртнĕ. Малтанах ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе тĕплĕ отчет тунă: Чăваш Енĕн политикăри, экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕнчи, ял хуçалăхĕнчи, промышленноçри, строительствăри, сывлăх сыхлавĕнчи, вĕренÿри тата ытти нумай тытăмпа отрасль-сферăри тăрăмпа паллаштарнă.
Сессире ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пулма Олег Витальевич Макаров кандидатурине çирĕплетнĕ.
О.В.Макаров биографийĕ
Олег Витальевич Макаров 1974 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çĕнĕ Шупашкар хулинче çуралнă. Тăван хулинче вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. 2004 çулта “Организаци менеджменчĕ” специальноçпа диплом ĕçне хÿтĕленĕ. Унтан темиçе тренинг программипе вĕренĕве малалла тăснă: “Менеджмент ăсталăхĕ” (2003), “Персонала хакласси тата суйласа илесси” (2003), “Пăхăнса тăракансем ĕçе пурнăçлассине тата вĕсен аталанăвне ертсе пырасси” (2004), “Команда йĕркелесси” (2004), “Вăхăтпа усă курассине йĕркелесси” (2004).
О.В.Макаров слесарь-юсавçă вĕренекенĕнчен пысăк предприяти директорĕ таран ÿснĕ. 2000 çултан тытăнса 2008 çулчченхи тапхăрта тĕрлĕ должноçра вăй хунă: Çĕнĕ Шупашкар хулинчи “Волга–трейд” ООО директорĕ, Шупашкар хулинчи “САН Интербрю” АУОн дистрибьюци службин тавар туянас енĕпе ĕçлекен аслă специалисчĕ, логистикăпа дистрибьюци менеджерĕ, “Шупашкар хулин сĕт завочĕ” АУОн ĕç тăвакан директорĕ, унтан генеральнăй директорĕ.
2008 çулхи ака уйăхĕнче “Чебоксарский” сĕт комбиначĕ” филиала ертсе пыма тытăннă, “ЮНИМИЛК–Атăл” представительствăн операци директорĕ, “ЮНИМИЛК–Атăлăн” Шупашкарти представительствин директорĕ пулса тăнă.
2008 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа – Екатеринбург хулинчи “ЮНИМИЛК–Урал” представительство директорĕ.