00:00 25 февраля 2011 г.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнчи 2-мĕш номерлĕ “2011 çулхи çурхи шыв-шура кăларассине йĕркелесси çинчен” кăтартăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн Министерстви чрезвычайлă лару-тăрусене сирсе ярас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен вырăнти комиссисен ларăвĕсенче 2011 çулхи çурхи шыв-шура, ейĕве инкексĕр кăларса яма хатĕрленсе тумалли ĕçсене, вĕсене тĕрĕслесе тăрассине, çак ĕçсемшĕн яваплă çынсене çирĕплетме кирлине палăртса ведомство организацийĕсен ертÿçисем патне электронлă хушу çитерчĕ. Ку вăл пурне те пырса тивекен япала. Чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас тата пĕтерес тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсем пур çĕрте те туллин те пахалăхлă, килĕшÿллĕ пулса пыни кирлĕ. Çурхи шыв-шура тата ейĕве кайнине кăларса яма, кирлĕ пулсан авариллĕ-хăтармалли ĕçсем валли çынсемпе хатĕрсем çителĕклĕ палăртса хатĕрлемелле. Çурхи шыв илнĕ, ейĕве кайнă вырăнсенчен çынсене, пурлăха, культура пуянлăхĕсене, ытти пĕлтерĕшлĕ япаласене эвакуацилемелли, хăтармалли тĕплĕ плансем тумалла. Кашни çын “01” тата «112» номерлĕ телефонсем ĕçленине тата вĕсем урлă пулăшу ыйтма май пуррине пĕлсе тăмалла. Организацисен çурт тăррисенчи юрлă-пăрлă вырăнсене тасатса тăмалла. Оперативлă штабсемпе комиссисен членĕсене васкаварлă пĕлтермелли системăна тĕрĕслемелле, вĕсене пухас тĕлĕшпе тренировка йĕркелесе ирттермелле. Массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисен халăха çурхи шыв-шур мĕнле шайра пулнине, шыв илме тата тулма, ейĕве тухма пултарнине, ытти чрезвычайлă лару-тăру, халăха пулăшса тăвакан ĕçсем тата мерăсем çинчен вăхăтра пĕлтерсе тăрассине йĕркелемелле.