00:00 18 февраля 2011 г.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр çынсене республика тулашне ĕçлеме кайма майсем туса парать.
Çапла кăçалхи пĕрремĕш кварталтах тĕрлĕ çĕре тухса кайса ĕçлеме пулать. Çак уйăхрах акă, февральтех, Чулхулари (г.Нижний Новгород) “Доскино” агрокомплекс” ОООна, Саха (Якутия) Республикăри “Дражник” старательсен артелĕ” ОООна, Мускаври “Зримо” ОООна, мартăн 1–22-мĕшĕсенче Мускав облаçĕнчи “Чулковское” племхуçалăх” акционерлă обществăна ĕçлеме кайма çынсен ушкăнĕсем пухаççĕ.
Хăçан пухăнса тухса каяс пирки тата хăвăра интереслентерекен ытти ыйтусене эсир тĕплĕнрех Тăвайри ĕçпе тивĕçтерекен центрта (Кооператив урамĕ, 3-мĕш çурт, 1-мĕш пÿлĕм, тел. 2–18–68). пĕлме пултаратăр.
Т.ВАСИЛЬЕВА, тĕп инспектор.